Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче пӑлан илсе килнӗ. Ҫурҫӗр чӗрчунӗсене Егор Егоров Челепертен туяннӑ. «Красотка» аҫапа «Северок» аҫа ҫӗнӗ вырӑнта хальлӗхе хӑюсӑртарах туяҫҫӗ. Вӗсене Канаш районӗнчи ветеринарсем пырса тӗрӗсленӗ. Карантин вӑхӑтӗнче, вӑл нарӑсӑн 9-мӗшӗччен пырӗ, эпизоотилле епле ӗҫсем ирттерессине палӑртса хунӑ.
Выльӑх тухтӑрӗсем ҫурҫӗр чӗрчунӗсем ҫӗнӗ ҫӗре лӑпкӑн хӑнӑхасса шанаҫҫӗ. Экзотикӑлла чӗрчунсене усрассипе кил хуҫин опыт пур теҫҫӗ. Пӑлансене епле пӑхмалли пирки кил хуҫи тӗрлӗ литература нумай вуланӑ, илемлӗ ҫак чӗрчунсен вӑрттӑнлӑхне, кӑмӑлне, вӗсем мӗне кӑмӑлланипе мӗне тиркенине аван пӗлет. Пӑлансене кил хуҫи ятарлӑ рационпа тӑрантарать. Вӗсене вӑл ачашласа алла хӑнӑхтарать.
Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.
Паян ирхине Вӑрнар районӗнче 85 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл, ахӑртнех, кун пек шартламара шӑнса вилнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм виллине ывӑлӗ ферма ҫывӑхӗнче тупнӑ. Кинемей ӑс-тӑн енчен арпашӑнни паллӑ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, Канаш районӗнче 56 ҫулти арҫын арӑмӗн виллине кил умӗнче тупнӑ. Хӗрарӑм мӑшӑрне ӑҫта каяссине каламасӑр тухса кайнӑ.
Ӗнер Улатӑр районӗнче те 66 ҫулти тата 63-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Вӗсем килӗсенчен инҫех мар шӑнса вилнӗ. Иккӗшӗ те эрех ӗҫни паллӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче 83-ри хӗрарӑм шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче 51-ти арҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Етӗрне тата Муркаш районӗсенче те пӗрер ҫын шӑнса вилнӗ.
Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ.
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Канаш районӗнчи Уҫырмара пурӑнакан 17 ҫемье нумаях пулмасть ҫӗнӗ хваттере пурӑнма куҫнӑ. Унччен вӗсем пурте кивӗ те ишӗлекен ҫуртра хӗсӗнсе пурӑннӑ. Халӗ ҫавсене Ҫурҫӗр урамри 24 хваттерлӗ ҫуртра хваттер уҫҫи панӑ.
Ҫурта иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Канашская» ПМК хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна тума 21,2 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Хваттерсене Уҫырмари кивӗ ҫичӗ ҫуртра пурӑнакан ҫичӗ ҫемье валли тунӑ. Унсӑр пуҫне виҫӗ тӑлӑха та ҫавӑнта хваттер панӑ.
Хваттер уҫҫисене вӗсен хуҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева ӑшӑ сӑмах каласа тыттарнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Канаш районӗнчи 138 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫи панӑ. Вӗсем пурте — унччен кивӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем.
Ӗҫре палӑрнисене чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче чысланисен хушшинче 40 ытла специалист пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра республикӑри паллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗринче, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооперативра, тӑрӑшакан ҫын та пулнӑ. Унти тӗп ветеринар Зоя Миронова юратнӑ ӗҫе кӳлӗнни виҫӗ теҫетке ҫултан та иртнӗ.
Зоя Николаевнӑна тӑван районӗнче «ял хуҫалӑхӗнчи тивӗҫлӗ специалистсенчен пӗри» тесе хаклаҫҫӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ят та панӑ. Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе вӑл 1986 ҫулта Вӑрнарти совхоз-техникумран ветеринари фельдшерне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ. Кайран вӑл Хусанти Н.Э. Бауман ячӗллӗ патшалӑхӑн ветеринари медицинин академийӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илнӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Йӑлмаччара фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ял ҫыннисене ун пек ҫурт мӗн тесен те питех те кирлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие районти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва ял халӑхне пухсах каснӑ вӗсем. Районтан килнӗ йыш хушшинче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — агропромышленность организацийӗсемпе ҫыхӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Егоров, Канаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Рената Федорова пулнӑ.
364 ҫын пурӑнакан ял халӑхӗ ячӗпе ФАПшӑн Татьяна Варфоломеева тав тунӑ. Фельдшерпа акушер пунктне вӑл парне те панӑ.
Кӳршӗллӗ Вӑтакас Татмӑшри участокри пульницӑри тухтӑрсем Любовь Яковлева, Наталья Кондратьева тата ыттисем те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ ятпа ял ҫыннисене саламланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ Шупашкар хулинчи вӗренӗве мониторинглакан тата аталантаракан центрпа пӗрле паян Чӑваш елки ирттернӗ. Ӑна республикӑри шкулсенче кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫавна май ачасем «Тӗлӗнтермӗш Юр Пике» конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Елкӑри вӑйӑ-конкурс йӑлтах чӑвашла пулнӑ. Маттур та пултаруллӑскерсене Хӗл Мучипе Юр Пике мухтанӑ, парнине те шеллемен. «Юр Пике—2017» ята Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари Арина Филимонова тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн ҫурчӗллӗ пулнӑ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Чӑваш елкине йыхравлать. Аса илтеретпӗр, ӑна вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерӗ.
Канаш районӗнчи пӗр хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл хӑйӗн ҫул ҫитмен ачине тивӗҫлипе воспитани паман, пӑхман.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул ҫитмен хӗрача ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑннине палӑртнӑ. Амӑшӗ хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламасть. Ача мӗн ҫинӗ? Ку ӑна кӑсӑклантарман. Пӗчӗкскере ӑшӑ тумлантарман вӑл.
Ку кӑна мар. Айӑпланакан хӗрарӑм ачине час-часах хӗненӗ-мӗн. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку лару-тӑрӑва прокуратура тӗрӗслесе тӑрать.
Ветеринарсене хулара пулсан йытӑ-кушак сиплевҫисем пек кӑна йышӑнма пулать. Ялта вара вӗсем тепӗр чухне тухтӑртан паха: ӗне пӑруламалла-и, сысна чирлет-и, ытти выльӑх амакпа аптӑрать-и — хушма хуҫалӑх тытакан тӳрех ветеринар патне васкать.
Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри выльӑх-чӗрлӗх тухтӑрӗсем нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫак ятпа вырӑнтисем хаваслӑ та шавлӑ мероприятиех ирттернӗ. Ветучасток алӑкне тӗрлӗ тӗслӗ шарпа илемлетнӗ, хӗрлӗ хӑйӑва касма районтисем килсе ҫитнӗ.
Канаш районӗнче пурӗ 16 ветучасток, вӗсенчен пӗри — Вӑтакас Кипечре. Выльӑх-чӗрлӗхе сиплекенсене ӗҫлеме хӑтлӑ пултӑр тесе вырӑнти ял тӑрӑхӗнче вырӑн уйӑрса панӑ. 1997 ҫултанпа ӗҫлекен ветучасток Ӑвӑспӳрт Кипеч ял тӑрӑхӗнчи ялсене те пӑхса тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.